Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
15 Майӑн 2023, 10:09

Пушкӑрт ҫынни нацпроекта пула ыхра бизнесне хута янӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт ҫынни нацпроекта пула ыхра бизнесне хута янӑ
Пушкӑрт ҫынни нацпроекта пула ыхра бизнесне хута янӑ

#наци проекчĕ

Мияки районӗнчи Байтимирово ялӗнче пурӑнакан Фаиль Ахметов ыхра ÿстерет, вӑл лайӑх бизнес-план туса хатӗрленӗ, унпа "Аграстартап" грант конкурсне выляса илнӗ, "Вак тата вӑтам предпринимательлӗх тата предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшни" нацпроекта пула.

Вӑл 2,9 млн укҫа-тенке хӑйӗн хуҫалӑхӗн пурлӑхпа техника никӗсне йӗркелеме янӑ. Трактор, дискатор, тӑпра касмалли, ыхра лартмалли сеялка, унӑн речӗсене ҫумламалли, ыхрана пуçтармалли комбайн тата ыхра вӑррисене уйăрмалли туяннă.

Грант программи условийӗсемпе килӗшӳллӗн фермер яланхи йӗркепе икӗ ӗҫ вырӑнӗ тунӑ. Унсӑр пуҫне ыхрана акнӑ тата пухнӑ тапхӑрта виҫ-тӑватӑ ҫын хушма тара тытать.

Паян чеснок лаптӑкӗсем Ахметов хуҫалӑхӗнче пĕр гектар ытла йышăнаççĕ. Продукцие ярмарккӑсенче, уйрӑм çын лавккисенче сутаççĕ, ҫавӑн пекех социаллӑ сетьсем урлӑ пӗчӗк калӑпӑшпа каять.Унсӑр пуҫне Фаиль тӗштырӑ культурисене ӳстерес тата пыл хурчӗсене тытас енӗпе те ӗҫлет.

https://youshatir.ru/news/esh-yuarly/2023-05-15/zhitel-bashkirii-zapustil-chesnochnyy-biznes-blagodarya-natsproektu-3257653

Сăнÿкерчĕкĕ: https://www.google.com/

 

 

Пушкӑрт ҫынни нацпроекта пула ыхра бизнесне хута янӑ
Пушкӑрт ҫынни нацпроекта пула ыхра бизнесне хута янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: