Çутă çул
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
16 Майӑн 2023, 10:59

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑртри тепӗр ял больници ҫӗнӗ оборудовани илнӗ

#наци проекчĕ

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑртри тепӗр ял больници ҫӗнӗ оборудовани илнӗ
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑртри тепӗр ял больници ҫӗнӗ оборудовани илнӗ

#наци проекчĕ
Кармаскалă районӗнчи тӗп больницӑна "Элепс" электрохирурги аппарачӗ килнӗ, тесе пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи медоборудовани тӑратасси "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн “Пуçламăш сыпăка модернизацилесси” программӑна пурнӑҫланипе май пулса тӑнӑ. Проекта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Ҫӗнӗ оборудовани пулӑшнипе пациентсене операци хыҫҫӑнхи сиплев тапхӑрӗ кӗскелнӗ. Унӑн уйрӑмлӑхӗ - пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен электричество токӗ. Пациентсем ыратнине е дискомфорта туймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен процедура тканьсене сиен тумасӑр нерв вӗҫӗсене стимуляцилет, - ӑнлантарнă Кармаскалă тĕп больницин хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ Руслан Сайфутдинов.
Аса илтеретпӗр, пуçламăш сыпăка модернизацилемелли анлӑ программа пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес тӗлӗшпе пӗрремӗш медицинăпа санитари пулӑшӑвӗн пахалӑхне тивӗҫтерме палӑртнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-05-16/natsproekt-zdravoohranenie-esche-odna-selskaya-bolnitsa-bashkirii-poluchila-novoe-oborudovanie-3259279


Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.

 

 

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑртри тепӗр ял больници ҫӗнӗ оборудовани илнӗ
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: Пушкӑртри тепӗр ял больници ҫӗнӗ оборудовани илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: