Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
22 Майӑн 2023, 10:13

"Агростартап" фермера пушкӑрт йӑхӗн лашисене ӗрчетме пулӑшнӑ

#наци проекчĕ

"Агростартап" фермера пушкӑрт йӑхӗн лашисене ӗрчетме пулӑшнӑ
"Агростартап" фермера пушкӑрт йӑхӗн лашисене ӗрчетме пулӑшнӑ

#наци проекчĕ

"Агростартап" грант Караидель районӗнчи Тимур Зарипов фермера пушкӑрт йӑхӗн лашисене ӗрчетме пулӑшнă. Кун пирки «Башинформа» регион Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Аграри ведомствинче каласа панӑ тӑрӑх, Абызово ялӗнче пурӑнакан Тимур Зарипов лаша ӗрчетес пирки нумайччен уйласа çÿренĕ. Патшалăх пулӑшнипе шухӑшласа хунӑ ӗҫе пурнӑҫлама май килсен, фермер нумай шухӑшламан. Грант "Агростартап" конкурса хутшӑнма кирлӗ документсене пуҫтарнă та регионти аграри министерствине проектне тӑратнă.

Аса илтеретпӗр, грант "Агростартап" регион проекчӗ тӑрӑх "Вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен акселерацийӗ" регионти проект тӑрӑх МСП пулӑшас енӗпе ӗҫлекен наци проекчӗ шайӗнче палӑрать.

Кӑҫал "Агростартап" грант илме суйлава Пушкӑртра пуҫаракан 24 предприниматель иртнӗ. Ку программӑпа регионта патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле суммине 97,7 млн тенкӗ виҫепе палӑртнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-05-21/agrostartap-pomog-fermeru-zanyatsya-razvedeniem-loshadey-bashkirskoy-porody-3266664

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.

 


"Агростартап" фермера пушкӑрт йӑхӗн лашисене ӗрчетме пулӑшнӑ
"Агростартап" фермера пушкӑрт йӑхӗн лашисене ӗрчетме пулӑшнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: