Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
30 Майӑн 2023, 12:43

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: тата тепӗр районта ҫӗнӗ ФАП пулӗ

#наци проекчĕ

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: тата тепӗр районта ҫӗнӗ ФАП пулӗ
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: тата тепӗр районта ҫӗнӗ ФАП пулӗ

#наци проекчĕ

Белорецк районӗнче сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне ҫӗнетмелли программӑна пурнӑҫланине пула модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ туса хурӗҫ, тесе пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче.

Ҫӗнӗ ФАП Кузгун-Ахмерово тата Черновка ялӗнче пурӑнакансене пулӑшĕ. Ӗҫлекен халӑхӑн пӗтӗмӗшле йышӗ — 219 ҫын, 17-шӗ — ачасем.

Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт правительствин Премьер-министрĕн Андрей Назаровăн сăмахĕсене тĕпе хурса çитес виҫӗ ҫулта 12 поликлиника, 327 ФАП тата амбулатори хута ярĕç.

Аса илтеретпӗр, Пуçламăш сыпăка ҫӗнетмелли программа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-05-26/natsproekt-zdravoohranenie-esche-v-odnom-rayone-bashkirii-poyavitsya-novyy-fap-3273889

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.

 

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: тата тепӗр районта ҫӗнӗ ФАП пулӗ
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: тата тепӗр районта ҫӗнӗ ФАП пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: