

#наци проекчӗ
Пушкӑртра ҫамрӑк предпринимательсене грант пама заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ, çакăн пирки хӑйӗн телеграм-каналĕнче республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров пӗлтернӗ.
Грант виҫи — пӗр заявителе 100 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран. Укҫа-тенке хӑвӑн ӗҫне тума тата аталантарма яма пулать.
"Республикӑра ку мерӑпа "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарулӑхне пулӑшни" нацпроекта пула иккӗмӗш ҫул усӑ курма пулать", — ҫирӗплетнӗ Андрей Назаров. — Уйрӑм предпринимательсемпе юридика сăпачĕсем хутшӑнма пултаракан конкурс условийӗсем шутĕнче — "Ҫамрӑксен предпринимательстви" çул-йĕрпе ӑнӑҫлӑ вӗренни. Унсӑр пуҫне предпринимателӗн хӑйӗн те проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗн 25 процентӗнчен кая мар хушмалла".
Грант илекенсене бизнес-планӑн пахалӑхӗпе пултарулӑхне кура конкурс комиссийӗ палӑртать.
Наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.