Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
8 Июнӗн 2023, 11:07

Пушкӑрт правительствинче ТКО реформине пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт правительствинче ТКО реформине пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑПушкӑрт правительствинче ТКО реформине пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ
Пушкӑрт правительствинче ТКО реформине пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ

#наци проекчĕ
Пушкӑрт правительствин черетлӗ канашлӑвӗнче регионти коммуналлӑ хытӑ каяшсемпе тыткаланмалли реформӑна пурнӑҫлассине сӳтсе явнă.
ПР Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, республикӑра "Экологи" патшалӑх программисемпе наци проекчӗн тӗп кӑтартӑвӗсене пурнӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне, коммуналлӑ хытӑ каяшсене сортламалли тата вӗсене уйрӑм пухса пымалли пайӑн кӑтартӑвӗсене ытлашшипех пурнӑҫланӑ.
Ҫав хушӑрах "Раҫҫей экологи операторӗ" халӑхпа право компанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта тата 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталта республикӑра пурӑнакансем иккӗмӗш чӗр тавар 1,5 пин тонна ытла экопунктсене панӑ. Пурне те ӗҫе янӑ.
Пушкӑртстан Премьер-министрĕ республикӑра каяшсене уйрӑм пухса пымалли инфратытӑм йӗркеленнине палӑртнӑ.
Ҫутҫанталӑкпа усӑ курмалли тата экологи министрӗ Шамиль Фаррахов каланӑ тӑрӑх, апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 31-мӗшӗччен регионти операторсем республикӑри каяшсене турттармалли фактсене фотофиксацилесси 98,5 процентпа танлашнӑ. Ҫак вӑхӑтра республика территорийӗнче вӑтамран кӑна 413 единица техникӑ турттарнине палӑртнӑ. Пурӗ 189 пин тонна каяш турттарса тухнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-06-06/v-pravitelstve-bashkirii-obsudili-realizatsiyu-reformy-obrascheniya-s-tko-3289524


Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт правительствин пресс-служби.


 

Пушкӑрт правительствинче ТКО реформине пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ
Пушкӑрт правительствинче ТКО реформине пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас