

#наци проекчĕ
Цветочный бульвартан пуҫласа Ҫӗнтерӳ мемориалĕ таран сквер Агидельте пурăнакансен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑрасси пирки иккӗленмелли те ҫук. Ӑна хӑтлӑх кӗртме "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" нацпроекта пула май килнӗ. Пӗтӗм ӗҫе ирттерме 15,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫак пысӑк территори кулленех улшӑнса пырать. ПР Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, паян тротуар хывас ӗҫ вӗҫленсе пырать, парклета тата ун ҫинчи аслӑксене монтажлас ӗҫ вӗҫленет. Часах кунта илемлӗ вазонсем вырăнне йышӑнӗҫ, тенкелсемпе урнӑсем вырнаҫтарӗҫ.
Территорие "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче федераци "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" проекчӗпе хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ тата ӑна сасӑлав ҫулӗпе Агидельте пурăнакансем суйланӑ.
Территорие хӑтлӑх кӗртес енӗпе федераци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланӑ мероприятисене пула регион ҫыннисен мӗнпур категорири ҫынсен хӑтлӑ канмалли ҫӗнӗ площадкӑсем ҫуралаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, 2022 ҫулта Пушкӑрт Республикинче 126 общество территорине хӑтлӑлатнӑ, 2023 ҫулта укҫа-тенкӗ унчченхи пекех юлать, 122 общество территорине хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2023-06-08/v-agideli-blagoustroennyy-skver-stanet-lyubimym-mestom-gorozhan-i-gostey-goroda-3292310
Сăнӳкерчӗкӗ: house.bashkortostan.ru сайтран.