

#наци проекчĕ
"Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроекта пурнӑҫланӑ шайра 2023 ҫулта Салаватра 6,3 ҫухрӑм тӑршшӗ автомобиль ҫулӗсен тăхăр участокне юсаҫҫӗ. Ку 2022 ҫулхинчен 1,5 ҫухрӑм пысӑкрах. Юсав валли 115 млн тенкӗ уйӑрнӑ, пӗлтерет Пушкӑрт правительствин пресс-служби. Матросов бульвар участокӗнче, Уфимский урамӗнчен пуҫласа Первомайский урамне ҫитиччен ӗҫсене пӗтӗмпех туса пӗтернӗ. Первомайскинчен пуҫласа Чапаев урамне ҫитиччен участокра кивӗ тата ҫӗнӗ борт чулӗсене демонтаж тунă, асфальт фрезерованийӗ, тикӗслекен сийсем тӑвасси пырать. Строительпе Островский урамӗсенче ӗҫ пырать.
Маларах "Башинформ" 2023 ҫулта Пушкӑрт Республикинче федераци трассисене 149 ҫухрӑм юсаса пӗтерни ҫинчен пӗлтернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.