

#наци проекчĕ
Кӑҫалхи май уйӑхӗнче чугун ҫул тӑрӑх пурӗ 765 вагон тырӑ - 53,7 пин тонна турттарнӑ.
ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт Республикинчен 2023 ҫулхи пилĕк уйӑхра 2749 вагон тырӑ тиенӗ, пӗтӗмӗшле 194,1 пин тонна турттарнӑ. Вӗсенчен 2243 вагон е 159,3 пин тонна тырӑ экспорта янӑ. Регион ведомствин специалисчӗсем пӗлтӗрхи ҫакӑн пек тапхӑртипе танлаштарсан, ют ҫӗршыва ӑсатмалли калӑпӑш сакăр хут ӳснине палӑртаҫҫӗ. Ҫапла, 2022 ҫулхи пилĕк уйӑхра 269 вагона 19,7 пин тонна калӑпӑшпа тиенӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫӗршывра "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать, унӑн тӗп тӗллевӗ экспорт пайне, ҫав шутра ял хуҫалӑх продукцийӗн пайне ӳстересси.
ПР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанри АПК продукцийӗн экспорчӗн тытӑмӗнче тӗштырӑ культурисем хальлӗхе 6,5 процента яхӑн йышӑнаҫҫӗ, унчченхи пекех ҫу продукцийӗ ытларах, иккӗмӗш позицире - апат-ҫимӗҫ продукцийӗ тата тирпейлекен промышленноҫ продукцийӗ.
Сăнӳкерчӗкӗ: agriculture.bashkortostan.ru сайтран.