

#наци проекчĕ
Кун пирки республикӑри ЦУР "Салам" программӑн тÿрĕ эфирĕнче Пушкӑрт культура министрӗн ҫумӗ Гульдар Хамитова каласа панӑ.
Культура объекчӗсене ҫӗнетме "Культура" наци проектне Пушкӑртстанра пурнӑҫланипе май килнӗ. Сӑмахран, 2019 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен регионта 75 культура учрежденийӗ туса юсаса ҫӗнетнӗ. Кӑҫал тата 22 объекта юсама палӑртаҫҫӗ, ҫитес ҫул - 108.
Нацпроекта пула Уфари Новомостовая урамӗнчи Шагит Худайбердинӑн ҫурт-музейне юсанӑ. Юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ӑна хальхи цифрӑсемпе мультимедиа технологийӗсемпе пуянлатнӑ тата ҫӗнӗ экспонатсем кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех пушар хыҫҫӑн Сибайри концертпа театр пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне реконструкци вӑхӑтӗнче филармони лаптӑкне 65% ӳстерме тата концерт залне 145 вырӑн ытларах йышӑнма май килнӗ.