

#наци проекчĕ
Ачасемпе ҫитӗннисем валли канмалли ҫӗнӗ зона Северный микрорайонти Мраково райцентрта уҫӑлнӑ. Патшалӑх туянӑвӗсен докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн, "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче асӑннӑ объекта 9,4 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Подрядчик апрель уйӑхӗн варринче хӑтлӑх кӗртме тытӑннă, тепӗр икӗ уйӑхран ҫӗнӗ парк хатӗр пулнă.
"Парк ҫитӗннисене те, ачасене те килӗшӗ, кунта ҫемьесемпе килӗҫ, вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗҫ. Малашне эпир ҫакӑн пек ача-пӑча площадкисене тата пӗтӗм районӗпе кану зонисене тума планлатпӑр", - пӗлтернӗ Кугарчă район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Марат Искужин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Кил-çурт хуçалахĕн министерстви.