

#наци проекчĕ
Пелепей хула администрацийӗнче Пелепей районӗнчи музей учрежденийӗсенче "Культура" наци проекчӗ шайӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ программисене активлӑ туса хатӗрлени, вӗсенчен пӗри – "История рядом" Пелепей историпе таврапӗлӳ музейӗнче ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланни ҫинчен каласа панӑ.
Администраци специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, программа шайӗнче музей ӗҫченӗсем тӑван хула историпе паллашма тата вӗренме янӑ экскурсисемпе мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче чи паллӑ экскурсисем "Пелепей уездӗнчи хула" тата "Победа салючӗ" пулни савӑнтарать. Экскурсисен маршрутне Пелепей хулипе "Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисем" мемориал комплексӗн историллӗ пайне, урам ячӗсемпе, архитектура палӑкӗсемпе, иртнӗ тата хальхи Пелепей историйӗпе паллашни.
Пелепей хулинчи 8-мӗш шкул директорӗн канашҫи Кристина Бикметова ҫуран экскурсисем ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗренекенсен ӑс-хакӑл ӗҫне хастарлатма май параҫҫӗ тесе шутлать.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2023-06-26/v-bashkirii-muzey-belebeya-v-ramkah-natsproekta-razrabotal-unikalnuyu-programmu-istoriya-ryadom-3314750