

#наци проекчĕ
Пушкӑрт вӑрманӗсенче паянхи кун 27 ҫухрӑм ҫӗнӗ ҫул хывнӑ, ПР вӑрман пушарӗсене сӳнтерес тата асӑрхаттару центрӗнче "Башинформа" пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне 75 ҫухрӑм пур ҫулсене юсаса ҫӗнетнӗ тата юхӑннӑ 37 ҫухрӑм ҫула тасатнӑ. Кăна пушар техники иртсе кайма пултартӑр тесе тунă.
"Экологи" нацпроектӑн "Вӑрмансене упраса хӑварас" федераци проекчӗн шайӗнче финансланӑ ӗҫсене Зилаир, Белорецк, Нуриман, Учалы, Уфа, Кугарчă, Пелепей, Кананиколь, Дуван лесничествисен вӑрманӗсен территорийӗсенче ирттернӗ.
"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри вӑрманпа пушар техникине туянма 22,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Вăрман хуçалăх министерстви.