

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри 37 районта халӑх пурӑнакан 125 пунктра тата пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ 4G интернет. Çулталӑк вӗҫлениччен черетре — 117 ялпа поселоксем, - пӗлтерет хӑйӗн соцсетӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Ҫакӑ федерацин "2.0 цифра танмарлӑхне пӗтересси" проектне хутшӑннин кӑтартӑвӗ. Ку вӑл 100 çынран пуҫласа 500 ҫын пурӑнакан поселоксене хальхи ҫыхӑнупа тивӗҫтермелли ятарлӑ программа. Унта пурӑнакансем хӑйсем палӑртаҫҫӗ, кашни кӗркунне сасӑлав Госуслугинче иртет.
Республика Пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Пушкӑртстанӑн программӑна хутшӑнакансен шучӗпе чи пысӑк квота — проекта 2030 ҫулччен палӑртнӑ.
"Пирӗн пурӑнакансене пурне те мобильлĕ ҫыхӑнупа тата интернетпа тивӗҫтерес ӗҫе республика бюджечӗн шучӗпе те малалла тӑсӑпӑр. Ҫакӑнтан килет элементарлӑ хӑтлӑх, час-часах хӑрушсӑрлӑх та", — палӑртнă Радий Хабиров.
«Башинформ» пӗлтернӗ тӑрӑх, правительство Уфа — Белорецкпа Сибай — Акъяр ҫулӗсене сотовăй ҫыхӑнупа тивӗҫтерме палӑртнӑ.