

#наци проекчĕ
Стерлитамакра ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса Водолаженко урамне юсасси малалла пырать, - пӗлтернӗ ПР Çул-йĕр министерствинче. Сивӗ рейклингпа усӑ курни ҫулсене юсама 30-50%, йӑлана кӗнӗ меслетпе танлаштарсан, чакарма май парать. Асфальт сарнӑ бетон сийсен пахалӑхӗ йӑлана кӗнӗ меслетпе нимӗнрен те кая мар. Вырнаҫтармалли ӗҫсене тӳрех, иккĕмĕш чĕртавара тирпейлеме турттармасӑр туса пыраҫҫӗ.
Паян объект хатӗрлĕхĕ 50 процентпа танлашать. Кунта борт ҫинчи чулсене демонтажпа монтаж тӑвас ӗҫ пурнӑҫланнӑ, сийне тикӗслетмелле.
"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Стерлитамакра пурӗ 17 ҫухрӑм тӑршшӗ 39 ҫула юсаҫҫӗ, вӗсенчен сакăр объекта — "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗпе юсаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Çул-йĕр министерсстви.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-07-06/v-sterlitamake-po-natsproektu-remontiruyut-ulitsu-vodolazhenko-3329494