

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинче "Хӑрушсӑр пахалăхлă ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче Уфа - Бирск - Янаул трассине юсасси малалла тӑсӑлать, - пӗлтернӗ регион Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче.
Ҫул-йӗр ӗҫӗсем республикӑри Благовещенск, Бирск тата Бурай районӗсенче пыраҫҫӗ. 2023 ҫулта пурӗ 22 километр тӑршшӗ тӑхӑр участока юсама палӑртнӑ.
— Кӑҫал кӑна "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайӗнче регионти тӗрев сечӗн 74 километрне юсама палӑртнӑ.
Наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин пресс-служби.