Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
17 Июлӗн 2023, 05:20

Бирскра нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурт валли "Пушкӑрт картишне" хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ

#наци проекчĕ

Бирскра нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурт валли "Пушкӑрт картишне" хӑтлӑх кӗртеҫҫӗБирскра нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурт валли "Пушкӑрт картишне" хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ
Бирскра нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурт валли "Пушкӑрт картишне" хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ

#наци проекчĕ

Бирскра кӑҫал "Пушкӑрт картишӗсем" комплекслӑ хӑтлӑх программи шайӗнче 8 Март урамӗнчи  36, 38, 38а, 48-мĕш ҫуртсен пӗтӗмӗшле территорийӗнче ӗҫсем пыраҫҫӗ.

ПР Кил-çурт хуçалахĕн министерствин информацийӗ тӑрӑх, паянхи куна демонтаж ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Шывпа тивӗҫтермелли тата шыв кӗртмелли сетьсене, ӑшӑ сечĕсене тӗпрен юсаса пӗтернĕ, ҫул-йӗрпе тротуар бордюрĕсене вырнаҫтарнă, ҫавӑн пекех проездсене, площадкӑсене, тротуарсене гравипе тата чул катӑкӗсемпе сапса тултарнă.

Территорире ҫӗнӗ тӗрексем, ҫутаткӑҫсем лартнӑ. Ача-пӑча вӑййи хатӗрӗсем илсе килнӗ. Ӑна пухас тата вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Бирск район администрацийӗнче асфальт-бетон витӗмӗ хумалли картишсен территорийӗсен адресĕсен переченьне кӗртнине палӑртнӑ. Ҫав хушӑрах, паллах, пурӑнакансен ыйтӑвӗсемпе сӗнӗвӗсене шута илеҫҫӗ. Халӑх пухӑвӗнче пурӑнакансем программӑна хӑйсемех хутшӑнасси ҫинчен йышӑну тӑваҫҫӗ, пулас килкарти дизайн-проектне хӑйсем суйлаҫҫӗ, ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗслеҫҫӗ тата вӗҫленӗ ӗҫе йышӑнаҫҫӗ.

 Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ЖКХ министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-07-15/v-birske-blagoustraivayut-bashkirskiy-dvorik-na-chetyre-mnogokvartirnyh-doma-3341372

 

 

Бирскра нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурт валли "Пушкӑрт картишне" хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ
Бирскра нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурт валли "Пушкӑрт картишне" хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас