

#наци проекчĕ
Пушкӑртри байдаркӑсемпе тата каноэсемпе ишекен олимп резервӗн спорт шкулне "Демографи" наци проекчӗн "Спорт — пурнӑҫ норми" федераци проектне пула ҫӗнӗ оборудовани килнӗ.
Олимп резервӗн спорт шкулӗ кӗсменпе ишме тӑватӑ тренажер тата байдаркӑсемпе каноэ ҫинче ишме ултӑ тренажер тӳрех илнӗ . Ҫавӑнпа та халӗ ҫак шкул воспитанникӗсем сезон хушшинче те тренировка тума пултараҫҫӗ.
Ҫакна ҫеҫ хушса хӑвармалла: кӑҫал кӑна "Демографи" нацпроектӑн "Спорт — пурнӑҫ норми" федераци проекчӗпе Пушкӑртри спорт шкулӗсем валли тӗрлӗ оборудовани 15,2 млн тенкӗлӗх туяннӑ.
"Демографи" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Спорт министерствин пресс-служби.