#наци проекчĕ
Пушкӑртра ҫӗнӗ компьютер техникипе больницасене пуянлатас ӗҫ малалла пырать, пӗлтернӗ "Башинформа" регионти Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче.
Сӑмахран, Уфа хулинчи 21-мĕш клиника больницине компьютер-АРМ (автоматизациленӗ ӗҫ вырӑнӗсем) 40 ҫӗнӗ компьютер килнӗ.
"Компьютер паркне ҫӗнетесси сывлӑх сыхлавӗнче сывлӑх сыхлавӗн пӗрлехи информаци тытӑмӗн никӗсӗ ҫинче "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пӗр цифра контурӗ йӗркелес программӑна пула пулса иртнӗ, — ӑнлантарнă министерствӑра.
Автоматизациленӗ ӗҫ вырӑнӗ медиксене пациентсене йышӑнма, ҫав шутра ансӑр специалистсем патне ҫырăнма май парать. Унсӑр пуҫне электронлӑ карттӑсем илсе пыма, ҫул-йӗрсене йӗркелеме, ҫӑмӑллӑхлӑ рецептсем ҫырса пама, ытти больницӑсенчи специалистсемпе телемедицина консультацийӗсем ирттерме май пур.
Аса илтеретпӗр, "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.