

#наци проекчĕ
Ача-пӑча гематологийӗпе онкологи центрне тума хатӗрленни 75%, Пушкӑрт пукане театрне юсаса ҫӗнетни тата туса пӗтерни 70% ҫитнӗ. Ачасен пӗтӗмӗшле онкоцентрӗ 3,6 миллиард тенкӗпе танлашать, ӑна "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн укҫи-тенкипе тӑваҫҫӗ. Ӗҫ 2021 ҫулхи кӗркунне пуҫланнӑ, кӑҫал ӑна хута яма палӑртнӑ. Кунта строительство конструкцийӗсене, чӳречесене, фасадсене, тулти электричество сечĕсене монтажласа пӗтернӗ, ҫурт-йӗр тумалли ӗҫсене тунӑ. Активлӑ фазӑра — шалти уйрӑм ӗҫсем, вентиляци, водопровод тата канализаци сечĕсем хывасси.
Пушкӑрт патшалӑх пуканесен театрне юсаса ҫӗнетес ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакӗ 1,5 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашать, укҫа-тенке "Культура" наци проекчӗн шайӗнче уйӑрнӑ. Кунта халӗ фасад ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, шалти инженер системисене йӗркелеҫҫӗ, ӑшӑтаҫҫӗ, вентиляци, электричество тӑваҫҫӗ, ҫывӑхри территорие хӑтлӑх кӗртесси малалла пырать.
"Çак социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пысӑк объектсене правительство тĕрĕслесе тăрать. Пур обязательствӑсене те вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫламалла. Вӗсене ку çул вӗҫлениччен хута ямалла", — аса илтернӗ вице-премьер Илшат Тажитдинов.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru