Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
26 Июлӗн 2023, 06:12

Ҫулталӑк вӗҫлениччен Уфара Рабкорсен урамне юсаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Ҫулталӑк вӗҫлениччен Уфара Рабкорсен урамне юсаҫҫӗҪулталӑк вӗҫлениччен Уфара Рабкорсен урамне юсаҫҫӗ
Ҫулталӑк вӗҫлениччен Уфара Рабкорсен урамне юсаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Уфара Рабкорсен урамӗнче ку ҫул вӗҫлениччен 752 метрлӑ ҫула Высотный урамран пуçласа Степан Кувыкин урамĕ таран юсаҫҫӗ, пӗлтернӗ тӗп хулари мэри пресс-службинче "Башинформа".

Ҫул-йӗр ӗҫӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче ирттереҫҫӗ.

Проект тӑрӑх автомобиль ҫулӗ тӑвассине, иртен-ҫӳренсемпе велосипедистсем валли тротуарсемпе велодорожкӑсем тӑвассине палӑртнӑ.

Ҫӗр айӗнчи сетьсене тӑвас енӗпе тӗп ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫул-йӗр сийне пуҫтарма, общество транспорчӗн светофорӗсемпе чарӑнӑвӗсене йӗркелеме, тулашри ҫутта ҫӗнетме, газонсене хӑтлӑх кӗртме тытӑнаҫҫӗ.

Реконструкцин финал тапхӑрӗ — ҫул паллисене вырнаҫтарасси тата горизонтальлĕ разметкӑна ӳкересси.

Сăнÿкерчĕкĕ: Уфа администрацийӗн пресс-служби.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-07-25/do-kontsa-goda-na-ulitse-rabkorov-v-ufe-otremontiruyut-752-metrovyy-uchastok-dorogi-3355572

 

 

Ҫулталӑк вӗҫлениччен Уфара Рабкорсен урамне юсаҫҫӗ
Ҫулталӑк вӗҫлениччен Уфара Рабкорсен урамне юсаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас