#наци проекчĕ
Ҫак кунсенче Пушкӑрт Республикинчен Европӑна 19 тонна таякан услам ҫӑвӗн историйӗнче пӗрремӗш партийӗ кайнӑ, - пӗлтерет ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби. Ҫу илекен Серби Республики пулса тӑнӑ.
Регионти аграри ведомствинче сӗт-ҫу продукцине 102,4 пин долларлăх Сербие Пелепейри Сӗт комбиначӗ экспортлани ҫинчен каласа панӑ. Тиесе ярас умĕн 82,5 процентлă услам ҫуне Пушкӑрт Республикинчи Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн специалисчӗсем тĕрĕсленĕ.
Специалистсем сӗт-ҫу продукцине туса хатӗрленӗ чӗр тавар та ветеринари-санитари экспертизи тата лаборатори тӗпчевӗсем иртнӗ тата ҫӗршыв-импортер мӗн ыйтнине пӗтӗмпех тивӗҫтернине палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предприниматель" наци тӗллевӗ шайӗнче Владимир Путин Президентăн указӗпе палӑртнӑ "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Унӑн тӗп тӗллевӗ -экспорта, ҫав шутра агропромышленноҫ комплексӗн продукцине ӳстересси.
Сӑнӳкерчӗкӗ: уçă ҫӑлкуҫсенчен.