#наци проекчĕ
Ҫак нимпе танлаштарайми сывлӑх шкулӗ сахӑр диабечӗллĕ пациентсемшӗн "Демографи" наци проекчӗн общество сывлӑхне ҫирӗплетмелли программа шайӗнче йӗркеленсе ӗҫлет. Ҫак шкулта вӗренекенсене пурне те занятисем килӗшеҫҫӗ, пациентсене хӑйсене хăйсем пулӑшма вӗрентеҫҫӗ вӗт.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствинче сахӑр диабечӗ, атеросклерозпа рак пекех, час-часах инвалидпа вилӗм патне илсе пыракан виҫӗ чир шутне кĕнине каласа панӑ. Пирӗн республикӑра вара 122 пин ытла ҫын сахӑр диабечӗпе чирлет, шел пулин те, чирлисен шучӗ ӳссех пырать.
Пациента май килнӗ таран чир-чӗр ҫинчен пӗлтерес тата Уфари 18-мĕш ГКБ базинче сывлӑхӑн япӑх пулӑмĕсене сирсе яма пулӑшас тӗллевпе М.Пинский 5 урамӗнчи 1-мӗш поликлиникӑра тата Октябрь проспекчӗ,122 /1, 3-мӗш поликлиникӑра шкулсем йӗркеленӗ. Ушкӑнсем 5-6 ҫынран йӗркеленеҫҫӗ, тӗрӗс пурнӑҫ йӗркине вӗрентекен пӗтӗм цикл пилӗк заняти шутланать.
Заняти вӑхӑтӗнче материала ӑнланнине, вӗренӳ тӗллевӗсене пурнӑҫланине, ҫавӑн пекех практика хӑнӑхӑвӗсене тӗрӗсленине вӗҫӗмсӗр, тӳррӗн тӗрӗслеҫҫӗ.
Сăнӳкерчӗкӗ: ugkb18.ru сайтран.