

#наци проекчĕ
Вӗренӳ ҫулӗн малтанхи кунӗнче Янаулта тӗп юсав хыҫҫӑн 4-мĕш ҫӗнӗ шкул алăкĕсене уҫӗ. 700 ытла ача ҫӗнӗ, ҫап-ҫутӑ тата хальхи ҫуртра вӗренӳ ҫулӗ хаваспах пуҫлĕ.
ПР Вӗренӳ тата наука министерствинче тӗп юсав вӗренӳ заведенийӗнче "Вӗрентӳ" наци проекчӗн шкулсене ҫӗнетмелли федераци программи шайӗнче иртни ҫинчен каласа панӑ. Юсав ӗҫӗсем пӗлтӗрех пуҫланнӑ. Ҫулталӑк хушшинче шкул хӑйӗн сӑн-сӑпатне палламалла мар улӑштарнă, хулан тӗп урамӗсенчен пӗрин чӑн-чӑн илемӗ пулса тӑнă.
Кунта строительсем ҫурт тӑррине, чӳречесене, кӗмелли ушкӑнсене ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн пекех шалти пӳлӗмсене юсанӑ, инженери коммуникацийӗсене ҫӗнетнӗ. Кабинетсене ҫӗнӗ партӑсемпе пукансем туяннă, хӑш-пӗрисенче интерактивлă панельсемпе доскасем лартнă. Акт тата спорт залӗсем, ҫавӑн пекех ача-пӑча пуҫарӑвӗсен кабинечӗ ҫӗнелнӗ.
Сăнӳкерчӗкӗ: yanzori.com сайтран.