Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
9 Августӑн 2023, 05:46

Пушкӑртстанра нацпроект гранчӗсемпе ҫичӗ пляж тӑвӗҫ

#наципроекчĕ

Пушкӑртстанра нацпроект гранчӗсемпе ҫичӗ пляж тӑвӗҫПушкӑртстанра нацпроект гранчӗсемпе ҫичӗ пляж тӑвӗҫ
Пушкӑртстанра нацпроект гранчӗсемпе ҫичӗ пляж тӑвӗҫ

#наципроекчĕ

Ҫичӗ Пушкӑрт компанийӗ пляжсене хӑтлӑх кӗртме грант илнӗ — "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче. Предпринимательлӗх тата туризм министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсемпе килӗшӳсем тунӑ ӗнтӗ, вӗсене 980 пинрен пуҫласа 3,5 млн тенкӗ таран укҫа-тенкӗ панӑ.

Ҫавна пула 2023 ҫул вӗҫнелле Уфара Шуратӑл хӗрринчи "Тортуга" тата "Затонский", Илиш районӗнчи "Алма", Караидель районӗнчи "Усадьба Груздева» пляжсем, Мелеуз районӗнчи "Полуостров Нугуш" кану базин территорийӗнче, Баннӑй кӳлли хӗрринчи Абзелил районӗнчи "Березки" кану ҫуртӗнче ҫыран территорине туса лартаҫҫӗ, инфратытӑм туса хураҫҫӗ. Павловски водохранилищӗре "Лагуна" кану базин пляжӗнче ҫӗнӗ ача площадкисем пулĕҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Предпринимательлӗхӗпе туризм министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-08-07/v-bashkirii-obustroyat-sem-plyazhey-na-granty-natsproekta-3376237

 

Пушкӑртстанра нацпроект гранчӗсемпе ҫичӗ пляж тӑвӗҫ
Пушкӑртстанра нацпроект гранчӗсемпе ҫичӗ пляж тӑвӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас