Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
10 Августӑн 2023, 12:13

Пушкӑртри пысӑк райцентрĕсенчен пӗринче парка хӑтлӑлатаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри пысӑк райцентрĕсенчен пӗринче парка хӑтлӑлатаҫҫӗ
Пушкӑртри пысӑк райцентрĕсенчен пӗринче парка хӑтлӑлатаҫҫӗ

#наци проекчĕ
Раевский райцентрăн Янаул микрорайонӗнче "Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче Бикеевпа Булатов урамӗсем урлӑ парка хӑтлӑх кӗртесси малалла тӑсӑлать. Кӑҫал кунта тӗп территорире ӗҫ вӗҫленнӗ. Ҫӗнӗ микрорайонра ытларах ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа парка та активлӑ кану валли тума палӑртнӑ. Унта хӑрушсӑр резина витнӗ тренажерсемпе ача-пӑча площадкисем туса лартнӑ, чуччусем, карусельсем, вӑйӑ комплексӗ вырнаҫтарнӑ, ҫутӑпа видеонаблюдени лартнӑ. Территорие тимӗр хӳме тытса ҫавӑрнӑ, ешĕл тум тăхăнтартнă. Контракт хакӗ 10,5 млн тенкӗпе танлашнӑ.

Ҫитес ҫул парк ҫумне универсаллӑ спорт площадки хушӑнать. Ку объект сасӑлава выляса илнӗ те пурнӑҫа кӗрӗ.

Башинформ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта нацпроект шайӗнче 123 объектра ӗҫлеҫҫӗ, 63 муниципалитетра ҫавӑн чухлӗх объекта 2024 ҫул валли палӑртнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-08-08/v-odnom-iz-krupneyshih-raytsentrov-bashkirii-prodolzhat-blagoustraivat-park-3377884

 

Пушкӑртри пысӑк райцентрĕсенчен пӗринче парка хӑтлӑлатаҫҫӗ
Пушкӑртри пысӑк райцентрĕсенчен пӗринче парка хӑтлӑлатаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: