#наци проекчĕ
Пушкӑртри Хайбулла районӗнчи Бурибайра ҫӗнӗ шыв пăрăхĕ хываҫҫӗ, пӗлтернӗ регион ЖКХ министерствин пресс-службинче.
Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ водопровод тума "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн "Таса шыв" федерацин проектне пула пурнӑҫлама май килнӗ.
2022 ҫулхи май уйӑхӗнче подряд организацийĕ ҫак объектра строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Кунта 33 пин метр ытла шыв пӑрӑхӗ тӑваҫҫӗ, пилӗк насус станцийӗ, темиҫе техникӑллӑ ҫурт-йӗр лартаҫҫӗ, ҫавӑн пекех ҫывӑхри территори хӑтлӑланать.
Ӗҫе 2023 ҫулхи апрельте пуҫӑннӑ, паянхи куна водопровод объекчӗсене 40 процента яхӑн пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра таса шывӑн тимӗр-бетон резервуарӗсем тӑвас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, шывпа тивӗҫтермелли сетьсене малалла тӑсаҫҫӗ. Объекта 2023 ҫул вĕçлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртри ЖКХ министерствин пресс-служби.