#наци проекчĕ
2023 ҫулхи пӗрремӗш ҫуррин пӗтӗмлетӗвӗсемпе Пушкӑртри тин çуралнă ача вилӗмӗн шайӗ 1,5 хут чакнӑ, - пӗлтернӗ сывлӑх сыхлав министрӗ Айрат Рахматуллин.
Ҫав хушӑрах республикӑра пурӑнакансен пӗтӗмӗшле вилӗмӗ те 7,8% чакнӑ.
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект шайӗнче республикӑри ача-пӑча онкологийӗпе гематологи центрне, виҫӗ поликлиникӑна, Большеустьикинское ялĕнче васкавлӑ пулӑшу станципе больница тăваççĕ. 90 модульлӗ конструкци вырнаҫтарма, 4308 единица медоборудовани тата 168 автомобиль туянма палӑртнӑ. Пушкӑртстанри сывлӑх сыхлавӗн сферинче нацпроекта укҫа-тенкӗ уйӑрнин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2023 ҫулта 7 миллиард ытла тенкӗпе танлашать", - тесе ҫырнӑ Рахматуллин хӑйӗн телеграм-каналĕнче.
Пушкӑрт ПФОра ача ҫураласлӑх кӑтартӑвӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-08-30/v-bashkirii-snizilas-mladencheskaya-smertnost-3412565