Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
2 Сентябрӗн 2023, 15:35

Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстанра чапа тухнӑ "Шкул туризмӗ" программӑна ӑсталӑх-классем тӗрлӗлетнĕ

#наци проекчĕ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 5-9-мӗш класра вӗренекен 19 пин ытла ача Пушкӑрт Республикинче 2022 ҫултанпа "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проектне пула пурнӑҫланакан "Шкул туризмӗ" программӑна хутшӑннӑ.
Регион туроператорӗсем туса хатӗрленӗ уйрӑм туристсен 46 маршручӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем патриотла тата историпе таврапӗлӳ маршручӗсем шутланаҫҫӗ. Кашни экскурсие мастер-классем ирттерес ӗҫе кӗртеҫҫӗ.

- Пирӗн шкул ачисем экскурсисем вӑхӑтӗнче тӑван ҫӗршыв ҫинчен теори пӗлӗвӗсене ҫеҫ мар, практика хӑнӑхӑвӗсене те илеҫҫӗ. Кӗҫҫе йăваламалли, наци апат-ҫимӗҫӗсем хатӗрлекен, ухӑран перекен, наци костюмӗсене тӑхӑннӑ фотосессисем, юланутпа ҫӳремелли мастер-классем тупаҫҫӗ, - тесе пӗлтернӗ Пушкӑрт Республикинчи предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Рустем Афзалов.

Мастер-классен шутне тата квестсем, командăпа спорт ӑмӑртӑвӗсем, скалолазани, прикладной творчество, биотехника технологийӗсем, программӑсем, пахча ҫимӗҫ туса илессине, асӑнмалӑх сувенирсем тӑвасси, клипсем тӑвассине кӗртнӗ. Ачасене уйрӑмах хӑйсем фильм тӑвас енӗпе "Пиксиляция" кинематографи мастер-класӗ кӑсӑклантарать.

https://put-okt.com/news/eto-interesno/2023-09-01/v-ramkah-natsproekta-populyarnuyu-v-bashkortostane-programmu-shkolnyy-turizm-raznoobrazili-master-klassami-3415786

Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстанра чапа тухнӑ "Шкул туризмӗ" программӑна ӑсталӑх-классем тӗрлӗлетнĕ
Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстанра чапа тухнӑ "Шкул туризмӗ" программӑна ӑсталӑх-классем тӗрлӗлетнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: