Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Сентябрӗн 2023, 13:58

Пушкӑртри страус ферми хуҫисем производство цехӗсене туса хута яма палӑртаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри страус ферми хуҫисем производство цехӗсене туса хута яма палӑртаҫҫӗ
Пушкӑртри страус ферми хуҫисем производство цехӗсене туса хута яма палӑртаҫҫӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑртри ҫемье хăйсен хавхаланăвне бизнеса çавăрнă. Республикӑра тата унӑн тулашӗнче Гафури районӗнче вырнаҫнӑ страус фермин историйӗ ҫинчен Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн социаллӑ сетьсенче бизнеспа хутшӑнакан ушкӑнра каласа панӑ.

Виталипе Альфия Смирновсем 2014 ҫулта страуссем ӗрчетме пуҫланă. Унтан "Чаплӑ страус" ферма пулнă. Вӗсем Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствин ĕçе пуҫлакан фермерсене пулӑшакан программи шайӗнче патшалӑхран пулӑшу илнӗ, ялхуҫалӑх техникине туянма 1,3 млн тенкӗ чухлӗ грант илнӗ.

Хальхи вӑхӑтра "Чаплӑ страус" ферма Гафури районӗнче пурӑнакансене ҫеҫ мар, фермӑн анлӑ территорийӗнче ирӗклӗн ҫӳрекен чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксене курма килекен туристсене те канмалли вырӑн пулса тӑнă.

Ферма хуҫисем хӑнасем валли кафе уҫнӑ. Кӑҫал предпринимательсем административлӑ ҫӗнӗ корпус тунă. Ку ҫул вӗҫлениччен Смирновсем аш-какай çурма фабрикачӗсене тирпейлекен цех туса лартма, ӗҫе яма шутлаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабировăн бизнеспа хутшӑнмалли ушкӑн.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-09-01/vladeltsy-strausinoy-fermy-v-bashkirii-planiruyut-postroit-i-zapustit-proizvodstvennye-tseha-3415638

 

 

 

Пушкӑртри страус ферми хуҫисем производство цехӗсене туса хута яма палӑртаҫҫӗ
Пушкӑртри страус ферми хуҫисем производство цехӗсене туса хута яма палӑртаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: