#наци проекчĕ
2023 ҫулта Пушкӑртра "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн регионти сакӑр проекчӗпе мероприятисем пурнӑҫланаҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 7,361 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен федераци бюджечӗн укҫи-тенки - 4,102 миллиард тенкӗ. Кун пирки "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроекта пурнӑҫламалли ҫул-йӗре халалланӑ ПР правительствин Андрей Назаров премьер-министр ертсе пынă ларӑвӗнче каланӑ.
Кӑҫал виҫӗ поликлиникӑна, районти тӗп больницӑна, Ача-пӑча онкологийӗпе гематологи центрне туса пӗтерме, 90 модульлӗ конструкци йӗркелеме, медицина организацине юсама, медицина оборудованийӗн 4308 единицине тата 168 автомобиль туянма палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительствин пресс-служби.