#наци проекчĕ
Пушкӑртстанăн паллӑ курорт вырӑнӗнчи Краснусольск ялӗнчи Усолка юханшыв хĕррине хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ. Проекта районта пурӑнакан 6 пине яхӑн ҫын суйласа илнĕ, уншӑн "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче сасӑланӑ.
ПР Çурт-йĕр хуçалăхĕн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗлӗкхи кӗленче завочӗн территорине ҫӗнетмелле. Проектра - пляж тӑвасси, аслӑксемпе тенкелсемлӗ пирс тӑвасси, парк тӑвасси, сукмаксем тата ҫутӑ ирттересси. Ӗҫ ҫитес ҫул пуҫланать.
Кӑҫал вара ҫав нацпроект шайӗнче райцентрта хӑтлӑх кӗртмелли ҫӗнӗ объект — Октябрь урамӗнчи аллея уҫӗҫ.
Аса илтеретпӗр, "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Çурт-йĕр хуçалăхĕн министерстви.