Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
18 Сентябрӗн 2023, 11:59

Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнчи райцентрта ача-пӑча автохули туса лартаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнчи райцентрта ача-пӑча автохули туса лартаҫҫӗ
Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнчи райцентрта ача-пӑча автохули туса лартаҫҫӗ

#наци проекчĕ
"Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" хӑтлӑх кӗртмелли наци проекчӗн шайӗнче объекта 968 пин ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Большеустьикинское ялĕн (Мечетлĕ район центрĕ) Южный микрорайонӗнче ача-пӑча автохули тӑваҫҫӗ. Контракт тӑрӑх, территорире площадкӑсене асфальт бетон витме, разметка ӳкерме, ҫутӑпа ҫул паллисене вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех кунта чарӑну тата заправка станцине вырнаҫтараҫҫӗ.
Автохула - микрорайон хӑтлӑхӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ, унта ҫамрӑк ҫемьесем вырнаçĕç. Маларах кунта культурӑпа кану паркне йӗркеленӗ.
"Кӑҫал Мечетлĕ районӗнче наци проекчӗн шайӗнче виҫӗ территори хӑтлӑланать. Ҫӗнӗ формат уҫлӑхӗсем хуласемпе ялсене илемлетме кӑна мар, вырӑнти ҫынсен культура тата социаллӑ пурнӑҫӗн ҫӗнӗ шайне йӗркелеме, ҫӗнӗ экономика майӗсене уҫма пулӑшаҫҫӗ", — тесе палӑртнӑ ПР Çурт-йĕр хуçалăхĕн министерствинче.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Çурт-йĕр хуçалăхĕн министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-09-16/v-raytsentre-na-severe-bashkirii-postroyat-detskiy-avtogorodok-3439547

 

 

 

Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнчи райцентрта ача-пӑча автохули туса лартаҫҫӗ
Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнчи райцентрта ача-пӑча автохули туса лартаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: