Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Сентябрӗн 2023, 11:56

Пушкӑртстанри пысӑк райцентрта ача паркӗ уҫнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри пысӑк райцентрта ача паркӗ уҫнӑ
Пушкӑртстанри пысӑк райцентрта ача паркӗ уҫнӑ

#наци проекчĕ
Сентябрӗн 16-мӗшӗнче Иглин ялӗнче "Солнечный" ҫӗнӗ парк уҫнӑ. "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" нацпроектӑн "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хӑтлӑ хутлӑх йӗркелесси" федераци программине пула общество уҫлӑхӗ уҫӑлнă. "Солнечныйне" икӗ ҫул хушши тунӑ, пӗлтернӗ ПР ЖКХ министерствинче.
Ҫӗнӗ парк Ново-Иглино микрорайонӗнче вырнаҫнӑ, унта ытларах ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ. Парк варринче - ҫаврака площадка, унтан ҫуран ҫӳремелли ҫулсем тӗрлӗ еннелле саланаҫҫӗ - "хӗвел пайӑркисем". Кашни секторта пӗчӗк архитектура формисем, газонсем, чечексем, вӗтлӗхсем вырнаҫнӑ. Тенкелсем, беседкӑсем, вӑйӑ тата спорт площадкисем пур. Пысӑк чӑрӑш лартнӑ — ăна Ҫӗнӗ ҫул тӗлне илемлетеҫҫӗ.
Кӑҫал регионта "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗпе 123 территорие хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ЖКХ министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-09-19/v-bashkirii-v-krupneyshem-raytsentre-otkryli-detskiy-park-3445121

 

 

 

Пушкӑртстанри пысӑк райцентрта ача паркӗ уҫнӑ
Пушкӑртстанри пысӑк райцентрта ача паркӗ уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: