Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Сентябрӗн 2023, 12:15

Пушкӑртстан шкул туризмне аталантарма федераци бюджетӗнчен 7,5 миллион тенкӗ илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан шкул туризмне аталантарма федераци бюджетӗнчен 7,5 миллион тенкӗ илнӗ
Пушкӑртстан шкул туризмне аталантарма федераци бюджетӗнчен 7,5 миллион тенкӗ илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан, "Шкул туризмӗ" программӑна укҫа-тенкӗ уйӑрас енӗпе малта пыракан регионсенчен пӗри, 2023 ҫулта программӑна хутшӑнакансен йышне ӳстерме федераци бюджетӗнчен 7,5 млн тенкӗ хушма илнӗ. Республика бюджетне софинансировани шайĕнче тата 3 млн тенкӗ ярса парать. Кун пирки ПР предпринимательлӗх тата туризм министерстви пӗлтерет.

"Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проектне пурнӑҫлама республика хутшӑннипе грант пулӑшӑвне ӳстерме май килнӗ. 2023 ҫулта Пушкӑртри "Шкул туризмӗ" программӑна пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен 188,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ, регион бюджетĕнчен 75,5 млн тенкӗ янӑ. Ҫавна май укҫа-тенкӗ хушма субсидиленине шута илсе 274,7 млн тенкӗпе танлашать, ҫакӑ ҫулталӑк хушшинче 5-9-мĕш класра вӗренекен 39 пин ытла ҫынна тӳлевсӗр турист ҫӳревĕсемпе ҫавӑрса илме май парать.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Предпринимательлӗх тата туризм министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-09-22/bashkiriya-poluchila-iz-federalnogo-byudzheta-7-5-milliona-rubley-na-razvitie-shkolnogo-turizma-3450935

 

Пушкӑртстан шкул туризмне аталантарма федераци бюджетӗнчен 7,5 миллион тенкӗ илнӗ
Пушкӑртстан шкул туризмне аталантарма федераци бюджетӗнчен 7,5 миллион тенкӗ илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: