#наци проекчĕ
"Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проектне пула Пушкӑртри Белорецк районӗнчи Инзер ялӗпе юнашар Камаелга шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаҫҫӗ. Ҫак кӗпер ҫинчи ӗҫсене 2023 ҫулхи IV кварталта вӗҫлеме палӑртнӑ, пӗлтернӗ ПР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче.
Кӗперӗн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 29 метр.
Паянхи куна подрядчиксем ҫыран хӗрринчи тӗревсемпе карлăксене юсанӑ, шкап тата айккинчи стенасене тунӑ. Рабочисем кĕперĕн иртен-ҫӳрен пайне тата чугун ҫул кӗперне малалла туса пыраҫҫӗ. Кӗпере юсанӑ чухне автотранспорт юхӑмне пӗр тӑрӑхпа кăна янă.
Аса илтеретпӗр, "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин пресс-служби.