#наци проекчĕ
Чишмари тĕп район больницинче ҫӗнӗ флюорографи аппарачĕ ҫинче 14,8 пин ытла пациента тишкернӗ, пӗлтернӗ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче. "Ренекс-Ф5000" цифра комплексӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" регионти программӑна пула учреждение кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра сӑнӳкерчӗксене пула 29 пациентăн шыçă чирĕ пирки иккӗленнине палӑртма май килнӗ, вӗсене малалла тӗрӗсленме янă.
"Ҫӗнӗ оборудование пула пирӗн тӗрӗслевсен пахалӑхӗпе хӑвӑртлӑхне ӳстерме май килчӗ, тӗрӗс диагностика — ӑнӑҫлӑ сипленмелли пӗрремӗш утӑм", - тесе палӑртнӑ Алия Шакирова рентгенолаборант.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлăх сыхлавĕ министерстви.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-09-16/v-chishminskoy-bolnitse-v-bashkirii-na-novom-flyuorografe-obsledovali-pochti-15-tys-zhiteley-3440643