Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
2 Октябрӗн 2023, 10:43

Нацпроект енӗпе Уфара Республикӑри кардиоцентрӑн хирурги корпусне тӑваҫҫӗ

#наци проекчӗ

Нацпроект енӗпе Уфара Республикӑри кардиоцентрӑн хирурги корпусне тӑваҫҫӗ
Нацпроект енӗпе Уфара Республикӑри кардиоцентрӑн хирурги корпусне тӑваҫҫӗ

#наци проекчӗ

Уфара "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче Республика кардиоцентрӗн хирурги корпусне тӑвас ӗҫ малалла пырать. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 90 процента тунă. Унтан ҫуртӑн шалти пайӗн ĕçĕсем тата ӑна пуянлатма тытӑнаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫуртра 140 кардиохирурги койки пулать. Кунтах ҫитӗннисем валли ҫӗнӗ поликлиника вырнаҫӗ. Ҫӗнӗ корпусра ҫавӑн пекех диагностика кабинечӗсемпе приемнӑй уйрăма, реанимациллӗ вунӑ операци блокне, ҫавӑн пекех рентгенохирургипе кардиохирурги уйрӑмӗсене вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне аптека пункчĕ, стерилизаци комплексӗ тата административлӑ-хуҫалӑх блокӗ ӗҫлӗ. Проектпа тата санитари авиацийӗ валли вертолет площадки тума палӑртнӑ. Хирурги корпусӗн майӗсем чи кӑткӑс операцисем ирттерме тата ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма май параҫҫӗ.

 

https://svetput.ru/news/natsionalnye-proekty/2023-09-21/v-ufe-po-natsproektu-stroitsya-hirurgicheskiy-korpus-respublikanskogo-kardiotsentra-3447769

 

Нацпроект енӗпе Уфара Республикӑри кардиоцентрӑн хирурги корпусне тӑваҫҫӗ
Нацпроект енӗпе Уфара Республикӑри кардиоцентрӑн хирурги корпусне тӑваҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: