#наци проекчӗ
Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри "Пурнӑҫ патне 10 000 утӑм" профилактика акцине хутшӑннӑ. Акци сÿрĕк мар ҫынсене пухнă, вӗсем пӗрле дистанцие пӗр тикӗс кӗвӗ ҫеммипе тата иртен-ҫӳренсем хаваслӑн кӑшкӑрашнипе утнă.
Аса илтеретпӗр, мероприятие "Демографи" наци проекчĕн шайĕнчи «Граждансен сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелесси" федерацин проектне, Пушкӑрт Республикин «Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене хирĕç кӗрешесси» программине, Пӗтӗм тӗнчери чӗре кунĕпе пурнӑҫланӑ, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене тата вӗсен кӑткӑслӑхӗсене асӑрхаттарас тӗллевпе иртнӗ.
Мероприятие сентябрӗн 29-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери чӗре кунне халалланӑ. Кардиологсен шухӑшӗпе шӑпах утни —чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, ытлашши виҫене, сыпӑксен проблемисене асӑрхаттармалли питӗ лайӑх меслет.
#10000шагов #10000шаговкжизни #зож #профилактикарб.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.