Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Школьники и студенты представят свои изобретения в Межвузовском кампусеСывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку
Пур хыпар та
10
Наци проекчĕсем
3 Октябрӗн 2023, 12:32

2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникăн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ

#наци проекчĕ

2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникăн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ
2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникăн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ

#наци проекчĕ

2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникăн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ. Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.

"Пире пысӑк тухӑҫлӑ медицина тӗпчевӗсем Пушкӑртстанра пурӑнакансене пурне те — хулара е ялта пурӑнакансене —лайӑхрах усӑ кӳни кирлӗ. Ҫавӑнпа та эпир хальхи диагностика оборудованийӗпе медицина учрежденийӗсене пуянлататпӑр. 2023 ҫулта ҫеҫ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе хуласемпе ялсене хальхи техникӑн 4 пин ытла единицине, ҫав шутра йывӑррисене, лартӑпӑр. Сӑмах май, юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче пирӗн больницӑсем 161 маммограф, рентгенодиагностика комплексӗсем, флюорографсем, ангиографсем, компьютер томографӗсем илнĕ. Вӗсем пурте ӗҫлеҫҫӗ те ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑвараҫҫӗ", — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн телеграм-каналĕнче.

Регион ертӳҫи 2022 ҫултанпа республикӑра ПР Сывлăх сыхлав министерствин лару-тӑрупа проект йышӑнӑвӗсен центрне хута янине аса илтернӗ, унӑн тӗллевӗ оборудование тиес ӗҫе тӑтӑшах мониторинг туни пулнӑ. Ҫакӑ медицина учрежденийӗсенче йывӑр техникӑна ансатлатма, унӑн ӗҫченлӗхне йӗрлеме тата пациентсене вӑхӑтлă диагностикăна оперативлӑ яма пулӑшать.

"Анчах чи кирли акӑ мӗн шутлатӑп: эпир чарӑнса тӑмастпӑр, медицина оборудованине малалла та туянатпӑр, пирӗн поликлиникӑсемпе больницӑсене планпа пуянлататпӑр", — палӑртнă Радий Хабиров пурне те ҫирӗп сывлӑх сунса.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-10-03/v-2023-godu-v-gorodah-i-selah-bashkirii-ustanovyat-bolee-4-tysyach-edinits-sovremennoy-medtehniki-3463166

 

2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникăн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ
2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникăн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: