#наци проекчĕ
Регионсен чи лайӑх практикисем пирӗн патра.
Пушкӑртстанри бизнес-шерифсен институтне тата инвестици хывмалли правилӑсен сводне регионсен чи лайӑх практикисем тесе палӑртнӑ.
Кун пирки ПР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Мурат Керефов Чулхулари "Регионти инвестици стандартне пурнӑҫлани" регионсем хушшинчи правительство председателӗн пӗрремӗш заместителӗ Андрей Белоусов хутшӑннипе иртнĕ пленум ларăвĕнче пӗлтернӗ.
-Пушкӑрт Республикинче инвестицисем ирттермелли системăна республика Пуҫлӑхӗ, Премьер-министрĕ хӑй тӗрӗслесе тӑрать. Регионта инвесторсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли уйрӑм практикӑсем йӗркеленӗ: муниципалитет стандарчӗ, бизнес-шериф институчӗ, инвестици правилисене тухӑҫлӑ йӗркелесси, строительство валли пулӑшу ӗҫӗсем илмелли, инженерипе ҫул-йӗр инфратытӑмӗ ҫумне объектсем кӗртмелли, харпӑрлӑх прависене йӗркелемелли инвесторӑн 11 ӗҫне кӗртесси. Ҫулталӑк хушшинче эпир инвестици циклне вӑтамран 40% чакартӑмӑр, - тенӗ республика экономика аталанӑвӗпе инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов. Ку ӗҫсене "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх, уйрӑм предпринимательлӗхе пулӑшасси" пӗтӗм патшалӑх проекчӗн шайӗнче туса пыраҫҫӗ.
https://omet-rb.com/articles/milli-proektlar/2023-10-16/bez-bashka-t-b-kl-rg-rn-k-bulyp-torabyz-3480161