#наци проекчӗ
Пушкӑртстанра "Çамрӑксен вӑхӑчӗ" I Республикӑри Çамрӑксен ҫитӗнӗвӗсен премине регистрацилесси уҫӑлнӑ.
Хутшӑнакансем - коммерциллӗ мар тата партнер организацийӗсен представителӗсем, Пушкӑрт Республикинче ҫамрӑксен политикине пурнӑҫлас сферӑри ертӳҫӗсемпе сотрудниксем. Мероприятие "Вӗренӳ" наци проекчӗн тӗллевӗсемпе тата задачисемпе тивӗҫтерет.
"Ҫамрӑксен вăхӑчӗ" ҫамрӑксен I Республикӑри ҫитӗнӗвӗсен премийӗ - регионти ҫамрӑксен политикин сферин чи лайӑх представителӗсене обществӑлла йышӑну тата хавхалантару илме май парать. Ӑна темиҫе номинаципе параççĕ:
"Майсен вăхăчĕ" - гражданла пуҫарусемпе ҫамрӑксен политикин сферинчи проектсем валли;
"Ҫамрӑксен вӑхӑчӗ" - ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен лидерӗсемшӗн 35 ҫулччен;
"Ҫамрӑксен наставникӗ" - ҫамрӑксен политикин сферинчи эксперт-наставниксемшӗн;
"Ҫамрӑксен событийӗсен операторӗ" - ҫамрӑксен политикин сферинче социаллӑ усӑллӑ ӗҫ-хӗл пурнӑҫлакан юридика ҫынсем валли;
"Ҫамрӑксен вырӑнӗ" - арт-кластерсем, ҫамрӑксен центрӗсемпе уҫлӑхӗсем валли;
"Ҫамрӑксен сасси" - ҫамрӑксен радио, телевидени, креаторсемпе блогерсемшӗн;
"Ҫулталӑк пулӑмӗ" - ҫамрӑксемшӗн мероприятисемпе проектсем валли.
Аса илтеретпӗр, заявкӑсене ноябрӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Регистрациленмелли ссылка https://clck.ru/36546n. Заявка панӑ чухне видеовизиткӑна ÿкермелле. Ҫирӗплетнӗ положенире тӗплӗ информаци. Преми итогӗсене ирттермелли чаплӑ церемони 2023 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Уфа хулинче пулать.
Пушкӑрт Республикинчи ҫамрӑксен политикипе ҫыхӑннӑ патшалӑх комитечӗ.
https://svetput.ru/news/natsionalnye-proekty/2023-10-18/v-bashkortostane-startovala-registratsiya-na-i-respublikanskuyu-premiyu-molodyozhnyh-dostizheniy-3482310