#наци проекчĕ
Нумаях пулмасть Шаран районĕнчи тӗп больница "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" программӑна пурнӑҫланӑ шайра ҫӗнӗ рентгенодиагностика комплексӗ илнӗ. Ӑна эксплуатацие кӗртнӗ хыҫҫӑн район ҫыннисем пурӑнмалли вырӑнтан ҫывӑхра тӗрӗсленме тытӑннӑ.
ПР Сывлăх сыхлав министерствинче проектӑн тӗп тӗллевӗ - пурӑнмалли вырӑнпа, вӗренӳ е ӗҫ вырӑнӗпе юнашар медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелесси, халӑхӑн мӗнпур ушкӑнне мӗн кирлине кура пулса пыни ҫинчен каласа панӑ. Чи кирли - ҫӗнӗ уйрӑм оборудовани ял ҫыннисене пахалӑхлӑ тата лайӑхрах тӗрӗслеме май парать. Унта тӑватӑ пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ.
Регион Сывлăх сыхлав министерствин специалисчӗсем рентген диагностика комплексне рентгенологи тӗпчевӗсем ирттерме палӑртнӑ тесе ӑнлантарнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пайӑркасене горизонтальлӗ тата вертикальлӗ проекцие куҫарма май килнипе пациентӑн анатоми облаҫӗсене пӗтӗмӗшпех ҫавӑрса илме май пур.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2023-10-19/v-bashkirii-v-sharanskoy-tsrb-novoe-oborudovanie-pozvolilo-znachitelno-uvelichit-kolichestvo-rentgenografiy-3484292