Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
27 Октябрӗн 2023, 06:46

Калтасă фермерӗ грантсене пула ҫемье фермине чылай пысӑклатма пултарнӑ

#наци проекчĕ

Калтасă фермерӗ грантсене пула ҫемье фермине чылай пысӑклатма пултарнӑКалтасă фермерӗ грантсене пула ҫемье фермине чылай пысӑклатма пултарнӑ
Калтасă фермерӗ грантсене пула ҫемье фермине чылай пысӑклатма пултарнӑ


#наци проекчĕ
Калтасă районӗнчи Василий Зайникаев фермер хуҫалӑх производствин никӗсне ҫирӗплетнӗ. 2021 ҫулта "Ҫемье ферми" грант программине хутшӑнса вӑл сӗт-ҫу выльӑх-чӗрлӗхне аталантарма 12,3 миллион тенкӗ выляса илнӗ.
ПР Ял хуҫалӑх министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проекчӗн шайӗнче ҫемье фермисене пулӑшмалли грант программине пула Зайникаевсен хуҫалӑхӗ хура-чӑпар ӑратлӑ 48 пушмак туяннӑ. Ҫавӑн пекех апат хатӗрлеме кирлӗ техникӑна – выльӑх апачӗ валеҫекен вӗтетекен-хутӑштаракан "Хозяин", тырӑ выракан "Акрос-550" комбайн, кустӑрма тракторӗ тата ротарлă косилка туяннӑ. Фермер хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫаксем пурте хуҫалӑхӑн производство хӑватне ӳстерме май панӑ.
Зайникаевсен фермер хуҫалӑхӗ виҫӗ енлӗ ял хуҫалӑх ĕçĕпе - тыр-пул ÿстерессипе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, сӗтпе аш-какайтуса илессипе аталанать. КФХра 170 пуҫ ытла мăйракаллă шултра выльăх, тăхăр лаша, 600 гектар ытла акмалли лаптӑк пур. Фермӑра фермер ҫемйи ҫеҫ мар, рабочисем те яланхи тата сезонлӑ никӗспе ӗҫлеҫҫӗ. Малашне фермер селекци ӗҫне аталантарма планлать, пысӑк тухӑҫлӑ выльăха ҫеҫ хӑварать. Ҫапла, уй-хирте те Василий Зайникаев ӗҫ процесӗсене йӗркелессине самаях лайӑхлатма хатӗрленет.

Сăнӳкерчӗкӗ: agriculture.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2023-10-26/v-bashkirii-kaltasinskiy-fermer-blagodarya-grantam-smog-znachitelno-ukrupnit-semeynuyu-fermu-3494457

 

Калтасă фермерӗ грантсене пула ҫемье фермине чылай пысӑклатма пултарнӑ
Калтасă фермерӗ грантсене пула ҫемье фермине чылай пысӑклатма пултарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас