

#наци проекчĕ
Архангельскри тĕп район больницинче 2021 ҫулта «Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн шайӗнче «Пушкӑрт Республикинчи медицинăн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" регионти программăпа хальхи цифра маммографӗ килнӗ.
Оборудовани вырнаҫтарнӑранпа пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ, тесе пӗлтернӗ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче.
"Сӗт парĕн ракне профилактика туни пур хӗрарӑмшӑн та кирлӗ. Асӑннӑ тӗрӗслеве пула чир аталанӑвӗн малтанхи тапхӑрӗсенче патологи улшӑнӑвӗсене тупса палӑртма май килет", - палӑртнă больница врач-рентгенологĕ Олег Шваб.