

#наци проекчĕ
Ҫакна республикӑра "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланине пула тума май килнӗ.
Пушкӑртстанри Мелеуз районӗнче нацпроекта пула кӑҫал виҫҫӗмӗш медицина учрежденийӗ уçăлнă. Ку хутӗнче Антоновкӑра пурӑнакансене ӑннă — нумай пулмасть кунта хальхи вӑхӑтри требованисене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ туса хунă. Заведение савӑнӑҫлӑ уҫнӑ ҫӗре район администрацийӗн представителӗсем, ҫавӑн пекех Мелеуз больницин сотрудникӗсем те хутшӑннӑ.
- ФАПа чирлисене йышӑнма пысӑк та ҫутӑ кабинет, процедурнăй, смотровой, санузел, ҫавӑн пекех медикаментсене упрамалли пӳлӗм кӗрет, - палӑртнă Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерстви.