

#наци проекчĕ
Ҫакна "Демографи" наци проектне Пушкӑртстан Республикинче пурнӑҫланине пула тума май килнӗ.
Салаватри "Триумф" спорт шкулӗнче "Демографи" нацпроектӑн "Спорт - пурнӑҫ норми" федераци проектне пула пӗр миллион ытла тенкӗлĕх оборудование ҫӗнетнӗ. Сӑмах бокспа пульăпа пемелли инвентарьсем ҫинчен, ҫавӑн пекех ухӑпа пемелли хатӗрсем ҫинчен пырать: прицелсем, ҫӗмренсем, йӗннисем, кирлӗ экипировка тата ытти те.
"Триумф" спорт шкулӗнчи ухӑпа перекен тренер Николай Кибиткин учреждени ҫӗнӗ аталану йӗрки илнине, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тунине палӑртнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, спорт шкулӗ адаптивлӑ спорта аталантарать, унта инвалид ачасемпе хастар ӗҫлеҫҫӗ тата пысӑк ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Салават хулин администрацийӗ.