

#наци проекчĕ
Хальхи модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ Бакалă районӗнчи Новоиликово ялĕнче уçăлнă. Вӑл икӗ ялта пурӑнакансене — Новоиликовопа Староиликовона, 400 ытла çынна, ҫав шутра 80 ачана, пӑхӗ.
Ҫак савӑнӑҫлӑ та тахҫантанпах кӗтнӗ пулăма вырӑнти ҫынсем чăтăмсăр кӗтнӗ, ҫавӑнпа уява пурте — пӗчӗккисенчен пуҫласа асли таранах килнӗ.
Ҫӗнӗ медицина учрежденине "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн шайӗнчи "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилени" регион программипе туса лартнă, пӗлтернӗ ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.
ФАП ҫуртне кирлӗ коммуникацисемпе ҫыхӑнтарнӑ, ҫавӑн пекех вӗри шывпа тивӗҫтернӗ. Кунта фельдшерпа акушер пӑхмалли кабинетсем, процедурӑпа прививка кабинечӗ, эмел упрамалли, ҫавӑн пекех персонал тата инвентарь упрамалли пӳлӗмсем пур. Паллах, ҫӗнӗ оборудование пула медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗпе усӑ курма майӗ чылай лайӑхланаҫҫӗ.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.