

#наци проекчĕ
Пушкӑртра "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалăх программи шайӗнче "Ял халӑхне ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси" енĕпе субсидисем уйӑрса парасси вӗҫленнӗ. Ял хуçалăхăн 106 предприятине 468 работник валли патшалăх пулӑшăвне парӗҫ. Субсидисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 23,6 млн тенкӗпе танлашать.
"Патшалӑх программи ҫул-йӗрӗ ялти ӗҫ паракансене кадр ӗҫне вӑйлатма хавхалантарать, вӗсене практикантсене явӑҫтарма тата хӑйсен специалисчӗсен квалификацине ӳстерме май парать, — палӑртнӑ ПР Ял хуҫалӑх министерствинче.
Ҫӗршывра "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" ҫӗнӗ патшалӑх программине пурнӑҫлама 2020 ҫултанпа пуҫланӑ. Чи малтанах ӑна ялсене сыхласа хӑварас тата ял ҫыннисен пурнӑҫ шайне ӳстерес тӗллев лартнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуҫалӑх министерстви.