

#наци проекчĕ
Уфара 226-мĕш маршрутӑн ҫӗнӗ автобусӗсем "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайĕнче 788 пин ытла пассажир турттарнă. Ҫакӑ пассажирсене сентябрьте кивӗ тӗслӗх автобусӗсемпе турттарнинчен 22 процент ытларах, палӑртнӑ ПР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин пресс-службинче.
"Хӑрушсăр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроекта пула ҫак маршрут ҫинче рейссен йышне ӳстерме май килнӗ. Сентябрь уйӑхӗнче маршрутпа 6441 рейс пурнӑҫланӑ пулсан, юпа уйӑхӗнче - 8749", - палӑртнӑ регион министерствинче.
Пысӑк класлă ҫӗнӗ автобуссем "Юрӑхлӑ хутлӑх" требованисемпе туллин шайлашса тăраҫҫӗ. "НефАЗсене" Глонасс системипе, видеонаблюденипе, водитель ӗҫне тӗрӗслемелли, унӑн "антисон" ӗҫне пулӑшмалли системӑсемпе йӗркеленӗ.
"Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроекта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин пресс-служби.